Новые имена


Верендеева Тамара Кронидовна

Родилась 3 сентября 1941 года в  д. Анат-Киняры Чебоксарского района. Окончила Синьял-Покровскую 7-летнюю, Ишлейскую среднюю школы, историко-филологический факультет ЧГПИ им. И.Я.Яковлева (1964 год). Работала  учительницей немецкого языка в Алатырском районе, с 1968 года  - в Чувашском госуниверситете им. И,Н.Ульянова, с 1994 года - в Администрации Президента Чувашской Республики редактором общего отдела. В разные годы ею опубликовано  большое количество статей в газетах "Советская Чувашия", "Хыпар", "Тǎван ен", "Причебоксарье", журнале "Ялав". Является соавтором книги "Край родной Синьял-Покровский".

Библиография:
Мочалова Г.П. О Верендеевой Т.К. – Неопубликованный документ.

Из статьи Т.Верендеевой «Ят ятĕнче – Пукрав уявĕ», опубликованной в газете «Тǎван Ен»

Пирĕн ял ячĕ икĕ пайран тǎрать: Çĕньял тата Покровски (1927 çултан). Малтан Çĕньял  пулнǎ. Кайран яла, вǎл Ишлей-Покровски (халĕ Ишлей) чиркĕвĕн прихутне кĕнĕ май, Çĕньял-Покровски теме пуçланǎ. Унсар пуçне районта Çĕньял  ял тата иккĕ. Пайǎр ятлǎ ял та пур – Çĕньял Чурачǎк. Республикǎра кун пеккисем 22 таранах: Çĕньял Шетмĕ, Çĕньял Сакат, Çĕньял  Пукаш… Çĕньял - Покровские вырǎсла Синьял – Покровское теççĕ. Çĕмĕрле еннелле Покровское ятлǎ поселок пуррине илтнĕ. Сĕнтĕрвǎрри çывǎхĕнчи Кечкей ятлã салана вырãсла Покровское теççĕ. Тен, вĕсен ячĕсем те Пукрав уявĕпе çыхãннã. Пукрав тесен тÿрех хамãр ял, Çĕньял-Покровски, куç умне тухса тãрать… Октябрĕн 14 -  мĕшĕ тĕлне яланах çанталãк улшãнни сисĕнет: çулçãсем çĕре хуплаççĕ, час часах йĕпхÿ пĕрĕхет, юрлã çумãр çуни те пулкалать… Уй-хирте тата пахчара ĕçсем пĕтнĕшĕн чунра лãпкã, хãнана çÿреме вãхãт. «Пукрава пырãр, Пукравра тĕл пулãпãр», - тетчĕç ĕçрен пушансан ял çыннисем. Лаша кÿлсе, хут купãса вылятса Пукрав тума килĕтчĕç çывãхри ялсенчи тãвансем.   
Кашни сын тãван ялне юратать, унта ачалãх иртнĕ пулсан пушшех те. Маншãн та Çĕньял-Покровски лайах, асãмра – кил ашши, чуна çывãх тавралãх. Тата ãçта пур ял çумĕнче Туçи шĕшкĕлĕхĕ, тури тата анатри арман улãхĕсем, Пархикасси енчен Унка хĕрне çити тãсãлакан Çатра тата Кĕрнече вãрманĕсем, Унка юхса кĕрекен Кĕрекаçпа Шарпашка, Икшыв юппи!