Новые имена


Чернова Регина Витальевна

Родилась 5 марта 1969 года в деревне Большие Котяки Чебоксарского района. В 1986 году окончила  Кшаушскую  среднюю школу и поступила в Чебоксарское педучилище.  После завершения учёбы  начала работать воспитателем в Курмышском детском саду. В 1993 году поступила на заочное отделение в ЧГУ им. И.Н.Ульянова на факультет чувашской филологии и культуры.                                     
Стихи пишет с детства, является внештатным сотрудником республиканской газеты «Чăваш хĕрарăмĕ». Песни на её стихотворения исполняют В.Кузнецова, И. Иванова, О. Егорова и солисты группы «Янташ».

Библиография:
Чернова Р.В. Автобиография. – Неопубликованный документ.

 

Из стихотворения ” Хĕл сиввинчен хăрамасăр”

Хĕл сиввинчен хăрамасăр,
Юр лирине юратса
Çил-тăманпа айкашсах-тăр
Çуралнă тет хĕр ача.

Пархикасси ялĕнче халь
Ун пек хĕр халличен пулман.
Сăнĕ пуçĕ пукане пек
Куçĕ чăн-чăн шĕл-кăвар.

Ачаран шкула çÿренĕ
Çакă пĕчĕк чиперкке.
Çу çитсен чĕн пушă тытнă
Кĕтÿ кĕтнĕ иртенпе.

Пĕчĕк хуйхă хĕрĕн пулнă
Кĕтÿре çÿренĕ чух:
Пукане пикен çухалнă
Ун пекки тек урăх çук...

Шкул сакки çинче Галина
Вăхăта сая яман.
Ют чĕлхе тесен Галина
Çĕрĕпе те çывăрман.

Тваттăмĕш класра кăна хăй
Аллине словарь тытсан,
Саккăрмĕш классен текстне вăл
Шĕкĕлченĕ шăла май.

Аттестат алла илсессĕн
Вĕçтерет Шупашкара
Завода ĕçе кĕрсессĕн
Савăнать хĕр ачалла.

                           Р.Чернова