Новые имена


Чепунов Роман Андреевич

Родился 24 марта 1934 года в д. Альшеево Буинского района Республики Татарстан. С 1990 года проживает в д. Собаккасы Чебоксарского района ЧР. С 1998 года — член Союза журналистов России. Около 40 лет преподавал в школе. Более 20 лет изучает чувашскую филологию, раскрыл и довел до читателей более 500 чувашского крылатых выражений. Выпустил книгу «Савăксăр шуçăмсем». Многие его повести и рассказы печатаются в республиканских журналах и газетах.

Библиография:
Чепунов Р.А.   Автобиография. – Неопубликованный документ.

 

Отрывок из рассказа Р.Чепунова «Савăксăр шуçăмсем»

...Ытармалла мар янкăр та хĕвеллĕ кĕрхи кунсем тăраççĕ. Уй-хирсем ял ĕченĕсене хăйсен ырлăх-пурлăхне парнеленĕ хыççан каннăн туйăнаççĕ. Кĕркунне тетпĕр те, унăн та, çуркуннене çитеймест пулин те, хăйне майлă илемлĕхĕ пур. Çу каçипех каç илĕртмелле, тинĕс пек хумханса инçете-инçете тăсăлса выртнă ыраш, тулă, сĕлĕ, хура тул, кукуруза пуссисем сарăлса юлнă пулин те, хĕвеллĕ те лăпкă кунсенче çавах хăйсем патне илĕртеççĕ. Тăван ялăн ĕçрен пушанса юлнă уй пуссисем çине пăхсан — чунра темле, калама пĕлмелле мар, юмахри пек асамлă туйăм çуралать. Çĕр-аннемĕр çу каçипех, эпир сисмелле мар, пиртен вăрттăн тене пек, çине тăрсах тăрăшнă-мĕн. Халĕ çак ылтăн теспе витĕннĕ уй пуссисене сухаласа хăвармалла. Весем уйрăмах хĕвел анас умĕн хăйсен илемлĕхĕпе чуна тытканлаççĕ. Çÿлерех вырнă хăмăлсем çийĕн эрешменĕн вăрăм-вăрăм картисен йăрăмĕсем тăсăлса кайнă та, тинкеререх пăхсан, такам вăрттăн килсе пиншер шур çип сĕвĕмĕсем карса хăварнăн туйăнать.